Эрнекун, раштавӑн 14-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем «Словарь тӑвас ӗҫӗн хальхи ыйтӑвӗсем» ҫавра сӗтеле пухӑнса паянхи саманара сӑмах пуххисем хатӗрлесси тавра ҫуралакан ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Тухса калаҫакансен йышӗнче: гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн словарьсен уйрӑмӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Г.А. Дегтярёв, ҫав институтри чӗлхе пӗлӗвӗ уйрӑмӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ А.П. Долгова, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ В.Н. Алексеев, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Н.А. Плотников, вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин пуҫлӑхӗ А.С. Егорова, «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхе шкулӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ А.В. Блинов, педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин пуҫлӑхӗ А.Д. Ахвандерова тата ыттисем.
«Чӑваш халӑх сайчӗ» Чӑваш Республикин чӑвашлатнӑ схемине ҫӗнетсе тепӗр хут кӑларчӗ. Иккӗмӗш кӑларӑмпа кун ҫути курнӑ Чӑваш Республикин схеми малтанхипе танлаштарсан тупса палӑртнӑ кӑлтӑксенчен хӑтӑлнӑ, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи ялсемпе пуянланнӑ (ку кӑларӑмра Чӳрекел, Хулаҫырми, Ирҫел, Вӑта Тимӗрҫен, Анат Тимӗрҫен, Клин тата Солнце чӑваш ялӗсене те курма май пур!). Унсӑр пуҫне ял тӑрӑхӗсен тӗплӗхӗсене (центрӗсене) те кӑтартнӑ — ҫапла май ялсене шыраса тупассине ҫӑмӑллатма тӑрӑшнӑ. Аса илтеретпӗр — схемӑра ял ячӗсене чӑвашла ҫеҫ кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр ялсен историллӗ ячӗсене те илсе панӑ. Сӑмахран, Красноармейски малтан Трак ятлӑ пулнине, Первомайски — Аслӑ Арапуҫ пулнине, тата ыт. те.
Чӑваш Республикин схемине «СУМ» электронлӑ лавккара туянма май пулӗ. Хакӗ — 200 тенкӗ. Карттӑн хӑтлавӗ кӗҫнерникун, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче 17 сехетре иртӗ. Пурне те 201-мӗш пӳлӗмре кӗтетпӗр!
Ыран, раштавӑн 11-мӗшӗнче, тӗрӗк халӑхӗсен историйӗпе кӑсӑкланакансене Чӑваш Республикин наци вулавӑшне пыма йыхравлаҫҫӗ. Унта Р.Мухамметдиновӑн «Тюрки в истории мировой цивилизации» (чӑв. Тӗкӗрсем тӗнче цивилизацийӗн историйӗнче) кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ — пуҫламӑшӗ 14 сехете.
Ку кӑларӑмра автор тӗрӗк халӑхӗсем ӑҫтан килнине, мӗнле аталаннине тата хӑш вырӑнсенелле сарӑлнине ӑнлантарса пама тӑрӑшать. Кӗнекери тӗп вырӑна тӗрӗк чӗлхисен морфологине шӗкӗлчени йышӑнать. Рафаэль Мухаметдинов ытти ушкӑнсемпе танлаштарса тӗрӗк халӑхӗсем ӑҫталла сарӑлнине кӑтартса парать. Автор хӑйӗн тӗпчевӗнче чӑваш чӗлхипе самай усӑ курнӑ, пирӗн чӗлхери тӗслӗхсене илсе парса вӑл е ку пӗтӗмлетӳ тунӑ.
Мухаметдинов Рафаэль Фардиевич — Свердловск облаҫӗнче ҫуралнӑ истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Хусанта пурӑнать. Аслӑ пӗлӗве Ленинград университечӗн Хӗвелтухӑҫ факультетӗнчи турккӑ филологийӗн уйрӑмӗнче илнӗ. Нумай ҫул хушши Тутарстанӑн Ӑслӑлӑх академийӗн Ш.Марджани ячӗллӗ истори институтӗнчи общество шухӑшӗн историйӗпе ислам тӗпчевӗн пайӗнче ӗҫленӗ. Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери ассамблейӑн пӗрремӗш председателӗ пулнӑ, халӗ — ҫак организацийӗн координаци канашӗн пайташӗ шутланать.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче СССР халӑх артистне Максим Дорминдонтович Михайлова халалласа ирттернӗ опера фестивалӗ гала-концертпа хупӑннӑ.
Унта пулнӑ «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Надежда Смирнова таеатра «чӑвашлӑх хуҫаланма пуҫлани фойене кӗрсенех» сиснӗ.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, «гардеробра тум йышӑнакансенчен пуҫласа программа сутакансем таранах чӑваш тумӗпе» пулнӑ. Сцена ҫинчи артистсене те чӑваш ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ пикесем чечек ҫыххисем тыттарнӑ. «Анчах, шел, концерт репертуарӗнче ҫеҫ пулмарӗ чӑваш юрри-ҫемми. Йӗркелӳҫӗсем тепӗр фестивальте ҫакна шута илессе шанатпӑр», — хыпарланӑ журналист «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче, аса илтерер, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе Валерий Клементьев директор пулса ӗҫлет.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Вут сӑмаха пурте пӗлетпӗр. Шанка хӑй тӗллӗн пит ҫӳресех каймасть хальхи чӗлхере. Ҫапах та ун хӑй тӗллӗн пӗлтерӗшӗ пур-ши? Пур. Шанкӑ вӑл хуппине сӳсе илнӗ ҫамрӑк ҫӑкана пӗлтернӗ. Вӑрмана ҫӳрекенсем курнӑ ӗнтӗ: ҫӑпата валли сӳме кайсан, ҫамрӑк ҫӑка касаҫҫӗ, ӑна пушшиччи теҫҫӗ, хуппине сӳсе илеҫҫӗ, вара ҫӑка патакки шап-шурӑ выртса юлать. Ҫавӑ иккен вӑл — шанкӑ. Вут-шанкӑ — хутма, ҫунтарма хатӗрлекен япала. Тӗрӗс ӗнтӗ, хуппине сӳсе илнӗ ҫамрӑк ҫӑка питӗ час типет, лайӑх ҫунать. Ӑна пуҫтарма та ҫӑмӑл.
Хыҫран хушни. «Шанкӑ» сӳнӗ ҫӑкаран пулса кайнине тӳрех калама йывӑр. Мӑшӑрлӑ сӑмахсенчи сайра усӑ кураканни ытларах чухне — пӗр пӗлтерӗшлӗ, анчах та тӗрлӗ сӑлтава пула калаҫуран тухнӑскер пулать. Кунта та «шанкӑ» тени вутта пӑрахмалли туратпа е пулинккепе ахӑртнех ҫыхӑннӑ. Сӑмах май, Ашмаринӑн сӑмах пуххине пӑхсан унта Юхма Мишши илсе пани чӑн та пур:
Шанкӑ — лутошка, липа, с которой снята кора, содрано лыко; голая ободранная липовая лутошка; липовое бревно, срубленное летом; сушняк, сухой хворост.
Чӑваш наци радиовӗн эфирӗнче паян «Самана таппи» кӑларӑм пулчӗ. Вӑл — «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗпе пӗрле йӗркеленӗ передача. Ӑна Рената Волкова тата «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Филиппова ертсе пычӗҫ. Кӑларӑма Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Альбина Юрату сӑвӑҫ, Александр Осипов музыковед хутшӑнчӗҫ.
Кӑларӑмра хальхи вӑхӑтри чӑваш поэзине тата эстрадине тишкерес тӗллев лартнӑ. Александр Осипов ташламалли тата итлемелли юрӑсем пур тесшӗн пулчӗ. Айван сӑмахсемлӗ юрӑсем пирки калаҫнӑ май Альбина Юрату ҫамрӑксене хӑйсен хӗрӳлӗхне кӑларса яма ун пеккисем те кирлӗ тесшӗн пулчӗ.
Юрӑсенче вырӑс сӑмахӗсене усӑ курни пирки те сӑмах хускатрӗҫ. Хӑш-пӗр юрӑра вӑрланӑ кӗвӗ тӗл пулни пирки те калаҫу пулчӗ.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче Чӑваш чӗлхи шкулӗ черетлӗ хутчен уҫӑлать. Вӑл кӑҫалхипе улттӑмӗш хут ӗҫлӗ.
Чӑваш чӗлхи шкулне Леонид Волков полпредра тӑрӑшнӑ чухне Чӑваш культурин Мускаври пӗрлӗхӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса уҫнӑ. Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗнче сыхланса юлнӑ 2013 ҫулхи сӑнӳкерчӗксене тата хыпара тишкерсен курса Леонид Волков уҫни яр уҫҫӑн курӑнать.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче те занятисем тӳлевсӗр пулӗҫ. Унта лекес тесен (495) 953-21-59 (полпредствӑн телефонӗ) е чӗлхене вӗрентекен Оксана Антонова патне 8-968-079-98-52 шӑнкӑравламалла, polprchuv@cap.ru электрон адреспа та ҫырса яма юрать.
Чӑваш чӗлхине шӑматкунсерен вӗрентӗҫ. Пӗрремӗш заняти раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртӗ.
«Аталану» ассоциаци (нумай чӗлхеллӗ ачасем)» ятлӑ ушкӑн Улӑп паттӑрпа паллаштарасшӑн.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Аталану» асоциаци ҫапла ҫырса хунӑ: «Хаклӑ тӑванӑмӑрсем, вырсарни кун, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 10:00 сехетре пурне те ача-пӑча клубне йыхравлатпӑр. Программӑра: Улӑп паттӑрпа паллашни, ун пирки юмах итлени, чӑваш юрри-ташшине вӗренни, Наци радиовӗпе ҫыхӑну йӗркелени. Шӑпӑрлансене тата ашшӗ-амӑшне 10 сехете Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районне, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх пр., 19/37, «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи — Т.Т.) ют чӗлхе шкулне ҫитме ыйтатпӑр».
Улӑп паттӑрпа паллашма, чӑвӑш юрри-ташшине вӗренес кӑмӑллисем тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 8-905-198-77-95 телефон номерӗпе шӑнкӑравлама сӗннӗ.
Чӳк уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче Аслӑ Новгород хулинче Чӗлхесен VI фестивалӗ иртӗ. Ӑна асӑннӑ хулари Ӑслӑ Ярослав ячӗллӗ университет, Новгород облаҫӗнчи ӑслӑлӑх вулавӑшӗ тата «Страна языков» (чӑв. Чӗлхесен ҫӗршывӗ) тӗнче тетелӗнчи проект йӗркелеҫҫӗ.
Фестивале Питӗр хулинчи Чӑваш чӗлхи клубӗн ертӳҫи Екатерина Данилова тухса кайнӑ.
Ку мероприятие ют ҫӗршыври тата хамӑр тӑрӑхри чӗлхесене вӗренессипе кӑсӑклантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Фестиваль лекторӗсем — профессиллӗ лингвистсем, филологсем, полиглотсем, чӗлхене юратакансем, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакансем.
Унта тӗрлӗ чӗлхе: нанай, грузин, эсперанто, ҫармӑс, польша, серб, китай, чӑваш, бурят, корея, пушкӑрт, серб/хорват, авалхи греци, индонези, литва, чех, араб, иокогамс пиджинӗ, яппун, испани, швед, фин, украина, каталан тата ыттисен хӑтлавӗ иртӗ.
Тӗнче тетелӗнче чӑвашла ушкӑнсем йӗркеленнине курма кӑмӑллӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ «Контактра» халӑх тетелӗнче «Подслушано ЧӐВАШЛА https://vk.com/podslushano_chavashla ушкӑн асӑрхарӗ. Унӑн хуҫи хӑйӗнпе Enga Cher тесе паллаштарнӑ. «Калаҫ, калаҫ, калаҫсан ҫӑмӑлрах», — тесе ҫырнӑ вӑл. Калаҫма вара «пурнӑҫ, юрату, ултав, савӑшу, уйрӑлу, ырату т.ыт» ҫинчен сӗннӗ.
Ушкӑна пыракан мӗнпур историне авторне пӗлтермесӗр, анонимлӑ, лартма шантарнӑ. «Хурлӑхлине те, кулӑшлине те — йӑлтах ним пытармасӑр, ҫын ҫинче калама юраманнине ҫыратпӑр. Эпир кунта ҫын ҫинче мар, вӑрттӑн калаҫатпӑр. Чи шалти туйӑмсене, чи пытарӑнчӑк шухӑшсене уҫса паратпӑр — эпир кунта никама та пӗлместпӗр, пире те кунта никам та пӗлмест», — тенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.